Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх (Валери Туктар)

Мӗн-ши вӑл, туссем, чӑвашлӑх?
Тен, вӑл тӗрӗллӗ кӗпе.
Тен, вӑл кунӗлӗх, йӑвашлӑх,
Чӑвашла сенкер тӳпе.

Тен, "Аки-сухи" юрри вӑл,
Тен, "Уҫланкӑри палан".
Ӑнланать таҫти хӗр-ывӑл
Ентеше унпа ялан.

Вӑл та пулӗ, ку та пулӗ,
Тусӑмсем, ман шутпалан,
Пирӗнпе чӑвашлӑх юлӗ
Чӑвашла сӑмахпалан.

Пин те пин сӑмах чӑвашӑн,
Чӑн чӑвашлӑх — ҫавӑнта.
Каҫӑхса кайса калаҫӑн
Ентешпе Сахалинта.

Пекинра-и, Прагӑра-и,
Берлинта е Лондонра —
Тӗп чӗлхемӗр вӑйпарайӗ
Чи йывӑр, кичем кунра.

Ҫавӑнпа атте-аннемӗр
Чӗлхинче курар малаш,
Пулӑпӑр вара, туссемӗр,
Ӗмӗр-ӗмӗр чӑн чӑваш!


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-30 15:09:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2961 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем